Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 196,8 миллион ҫӑмарта туса илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку 33,3% нумайрах.

Ҫӑмарта нумайрах туса илме пуҫлани чӑх-чӗп хапрӑкӗсем ҫӗнелнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла пӗлтерет регионти Ял хуҫалӑх министерстви.

Сергей Артамонов министр палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта чи пысӑк проектсенчен пӗрне "Муркаш" чӑх-чӗп хапрӑкӗ пурнӑҫланӑ. Республикӑра туса илнӗ ҫӑмартан 86,6 проценчӗ - ҫак предприятин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/ekonomika/16592217
 

Ял хуҫалӑхӗ
chgtrk.ru cӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫураки валли вӑрлӑх хатӗрлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне илсен, ял хуҫалӑх предпрятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 49 пин тонна хурса хӑварнӑ, ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ.

Тӗрӗсленӗ вӑрлӑхран 34,6 пин тонни кондицие ларнӑ, е 71 проценчӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче мӗнпур вӑрлӑх кондицие ларнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 98 процент, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 91-шер процент.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫитес ҫул пуш уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи "Ҫӗрулми" курав иртет. 15-мӗш хут иртекенскере Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеҫҫӗ тесе пӗлтернӗччӗ малтан. Кайран ӑна "Каскад" суту-илӳ комплексӗнче ирттерессине каланӑ.

Кунашкал курава пӗрремӗш хут 2009 ҫулта ирттернӗ. Ӑна МТВ-центрта, "Контурта", "Николаевски" суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ.

Сӑмах май, кӑҫал ҫынсем вӑрлӑх ҫӗрулмине темӗн тӑршшӗ черет тӑрса илнӗччӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑх министерстви тунӑ видео скринӗ
Ял хуҫалӑх министерстви тунӑ видео скринӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗнесем юрӑ-кӗвӗ итлесе сӗт антараҫҫӗ.

Василий Сорокин сӗт залӗн операторӗнче 3 ҫул ӗҫлет. Кашни ир ӗҫе килет те вӑл юрӑ-кӗвӗ ярать. Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗнесем юрӑ итлесе сет нумайрах антарни пирки вуласа пӗлнӗ.

Василий ытларах хӑй килӗштерекен юрӑсене ярать: «Кино» ушкӑнӗн юррисене, чӑваш юррисене. Хӑш чухне ӗнесене «Тӑван радио» итлеттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83031
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе Бельгипе Германире туянаҫҫӗ. Вӗсенче кӑна та мар, Польшӑра, Китайра, СНГ (Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен пӗрлӗхӗ) ҫӗршывӗсенче.

Паян Чӑваш Енри аграрисем хӑйсен професси уявне (вӑл юпа уйӑхӗнче-ха, анчах пирӗн республикӑра уява уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ) пухӑннӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, экспорта санкцисем витӗм кӳнӗ пулин те кӑштах ӳсӗм пӗрех пур. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси 7 процент ӳснӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Паян республикӑра – ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлемелли промышленноҫра вӑй хуракансен уявӗ. Пирӗн регионта ҫак уява уй-хирти ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Паян чыслав пулнӑ.

Ишлей райповӗн канашӗн председательне Татьяна Павловӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне панӑ. «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприяти директорне Юрия Степанова Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Пӗтӗмпе 30 ытла ҫынна чысланӑ. Ыттисене Раҫҫей тата Чӑваш Енре «Тава тивӗҫлӗ ӗҫчен» пулнӑшӑн наградӑланӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» хуҫалӑхра 500 пуҫ вырнаҫмалли пӑру вити уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, унта строительство ӗҫӗсем тахҫантанпах пыраҫҫӗ. 5 ҫул каялла 600 ӗне валли вите хута янӑ, 2 ҫул каялла ӗне сумалли блока хута янӑ.

Хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова палӑртнӑ тӑрӑх, инвестицие 310 миллион тенкӗ хывнӑ. Патшалӑх енчен те пулӑшу пулнӑ: федераци хыснинчен - 8 млн, республика хыснинчен 30 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Халӗ фермӑра 1 ӗнерен ҫулталӑкне вӑтамран 7 пин килограмм сӗт суса илеҫҫӗ. Кӑҫал 6 пин ытла тонна сӗт суса илме палӑртнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
kiyasovo.ru сайтри сӑн
kiyasovo.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.

Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.

Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Кӑҫал кӗркунне ҫанталӑк уяр тӑманран республикӑри хуҫалӑхсем пахча ҫимӗҫе пухса кӗртеймен-ха. Ҫӗр улмине те кӑларса пӗтереймен.

Хуҫалӑхсене студентсем те пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӑс пухакан ҫамрӑксем Муркаш районне пулӑшма кайнӑ. Студентсен отрядӗнче пӗтӗмпе 80 ытла яш-хӗр.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗрулми, кишӗр, купӑста, хӗрлӗ кӑшман, ытти ҫимӗҫ ӑнса пулнӑ. Анчах вӗсене йӑлтах пухса кӗртеймен-ха. Тепӗр 378 гектар пахча ҫимӗҫ, 1500 гектар ҫӗрулми кӑлармалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82538
 

Ял хуҫалӑхӗ

Кӑҫал республикӑра 962 гектар ҫинче пахча ҫимӗҫ лартнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9,9 процент ытларах.

Ҫанталӑк уяр тӑмасть пулсан та хуҫалӑхсенче пахча ҫимӗҫе пухса кӗртес ӗҫ пырать.

Ытларах купӑста, хӗрлӗ кӑшман, кишӗр лартнӑ. Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне пахча ҫимӗҫе 584 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Тепӗр 378 гектар ҫинче юлнӑ. Пахча ҫимӗҫе ытларах Муркаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ...65
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 21

1922
102
Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ